Шупашкар районӗнчи харӑсах икӗ предприяти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ӑшӑ шывсӑр хӑварнӑ.
Котельнӑйсене тата пӑрӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ вӑхӑтра хӑш-пӗр ырлӑхсӑр юлма тивнинчен пит тӗлӗнмеллех те мар пулӗ. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан йӗрки тенешкел, кунта та хӑйӗн йӗрки пур. Унтан та ытларах: ҫакна саккунпах ҫирӗплетнӗ.
Ӑшӑ шывсӑр чылайлӑха хӑварнӑ тӗслӗхсем пирки хастар та хӑюллӑ ҫынсем прокуратура таранах евитлеҫҫӗ. Ун пекки, сӑмахран, Ҫӗктер ялӗнчен тата Кӳкеҫрен ҫитнӗ. Ӑшӑ шывпа тивӗҫтерессишӗн яваплисем кӑлтӑка юсав ӗҫӗпе сӑлтавлама пӑхнӑ-ха.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама юсав вӑхӑтӗнче ӑшӑ шывсӑр хаварма юранипе килӗшет, анчах — 14 кунтан ытла мар. Яваплӑ пуҫлӑхсене ҫитменлӗхшӗн штрафлама йышӑннӑ.
Чӑваш Енри Гостехнадзора 13 ҫул ытла ертсе пынӑ Владимир Димитриева Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫак тивӗҫе вӑл утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе пурнӑҫлать. Вырӑнти, районти Депутатсен пухӑвӗнче, Владимир Димитриева тилхепене шанса панӑ хыҫҫӑн вунӑ кунтан, паян, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, В. Димитриевпа Михаил Игнатьев Элтепер тӗл пулнӑ.
Шупашкар район аталанӑвӗшӗн яваплӑ ҫын унти лару-тӑрупа паллаштарнӑ. Сӑмахран, котельнӑйсенчи лару-тӑрупа. Ҫӗктер поселокӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем маларах Шупашкар район прокуратурине та ҫитнӗччӗ. Вӗсем ӑшӑ шыв ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑччӗ. Унта халӗ ӑшӑ трассине юсаса ҫӗнетеҫҫӗ.
Владимир Димитриев Михаил Игнатьев Элтепере тивӗҫе таса чунпа пурнӑҫлама шантарнӑ.
Савут ӗҫлет, тӗтӗм тухать. Апла пулсан, производство аталанать, продукци кӑлараҫҫӗ, ҫынсем ӗҫсӗр лармаҫҫӗ. Ҫапли ҫапла-ха та, анчах санитарипе эпидемологи нормисене те пӑхӑнмалла.
Шупашкар районӗнчи Ишлей станцийӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ асфальтпа бетон кӑларакан савутсем саккун ыйтнине пӑхӑнсах пӗтереймеҫҫӗ иккен.
Вӗсен ӗҫ-хӗлне асӑннӑ районти прокуратура тӗрӗсленӗ те кӑлтӑксем асӑрханӑ. «Магистраль-М» ятлӑ тулли мар яваплӑ общество та, «Асфальтобетонный завод» текенни те санитарипе хӳтлӗх зонине йӗркелесси ҫинчен проект хатӗрлемен. Хӑйсем вара Атайкасси, Кивпулӑх тата Моҫҫакасси ялӗсенчен инҫе мар вырнаҫнӑ.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама пӗлтернӗ тӑрӑх, «Асфальтобетонный завод» обществӑн производство пуҫлӑхне тата «Магистраль-М» предприятин пуҫлӑхне административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра ӗҫсӗррисен йышӗ ӳснӗ. Ку цифрӑна ҫӗршывӑн Ӗҫ министерстви асӑрханӑ.
Асӑннӑ ведомство официаллӑ кӑтартусене кура пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ӗҫсӗррисен йышӗ 5 регионта йышланнӑ. Кунта пирӗн республикӑсӑр пуҫне Мӑкшӑ Республики, Калмӑк Республики, Дагестан тата Карачай-Черкес ҫакланнӑ.
Ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва РФ Ӗҫ министерстви организацисене хупассине, штата чакарассине, ӗҫ вӑхӑтне тулли мар куна куҫарассине палӑртнине кура пӗтӗмлетет.
Пирӗн республикӑра официаллӑ майпа ӗҫлӗх центрӗсенче утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне 5046 ҫын шутра тӑнӑ. Ку енпе лайӑх цифрӑсемпе Ҫӗрпӳ, Муркаш, Комсомольски районӗсем хӑпартланма пултараҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫсӗррисен шучӗ ӳсес хӑрушлӑх пысӑк: унти «Чӑваш бройлерӗ» предприятирен 152 ҫынна штата чакарса кӑларса ямалла , мӗншӗн тесен кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ панкрута тухасси патне ҫитнӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи лару-тӑру пирки эпир пӗлтерсех тӑтӑмӑр. Панкрута тухасси патне ҫитернӗскерӗн шӑпине утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче республикӑн Арбитраж сучӗ пӑхса тухӗ.
Хальлӗхе предприятирен 152 ҫынна кӑларса ярасси пирки пӗлтернӗ. Тепӗр икӗ уйӑхран вӗсем ӗҫсӗррисен ретне пуянлатӗҫ.
Ӗнер хапрӑкра Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центртан, район администрацийӗнчен, республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерствинчен пынисем «ӗнерхи ӗҫчен» ята кӗҫех тивӗҫмеллисемпе тӗл пулнӑ. Тӳре-шарапа пӗрле Шупашкар районӗнчи Лапсарти «Юрма» кайӑк-кӗшӗк предприятийӗнчи специалист та ҫитнӗ. «Чӑваш бройлерӗнче» ӗҫсӗр юлакансенчен пӗр пайӗ Лапсарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче вырӑн тупайрассине пӗлтернӗ. Анчах унти вакансисем 152 ҫын валлиех ҫитмеҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен обществинчи лару-тӑру унта ӗҫлекенсене хытах пӑшӑрхантарнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче республикӑн Арбитраж сучӗ хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса ҫырнӑ предприятисен тавӑҫне пӑхса тухӗ. Паянхи кун унта ӗҫлекенсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тепӗр икӗ уйӑхран, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен, штата чакарнине кура хӑтарасси пирки хутсем тыттараҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсене сутлӑха кӑлармалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Республика паянхи куна хапрӑкӑн 49 процент акцине тытса тӑрать.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансене урам тӑрӑх ирӗклӗн ҫӳрекен качакасем кӑмӑлсӑрлантарнине унччен те илтме тӳр килнӗччӗ.
Мӑйракаллӑ ҫак янавара усракансем ку выльӑхӑн сӗчӗ усӑллине ӗнентереҫҫӗ. Ҫак выльӑхӑн юр-варне туянакан та ку шухӑшпа килӗшет: ӗне сӗтӗнчен тата унран хатӗрленӗ ҫимӗҫрен хаклӑрах пулин те хаваспах туянаҫҫӗ.
Сиплӗ ҫимӗҫ паракан ҫак выльӑха урама ирӗклӗ кӑларса янине кура урамри йывӑҫа кӑшлать, ҫурт-йӗр умне лартса ӳстерекен чечеке таптать, урапасене пырса мӑйракипе тӗкет, сӑрӑна чӗрмелет.
«Пирӗн хисеплӗ депутатсем, пурне те кӑшлакан качакасен ыйтӑвне поселокра хӑҫан та пулин татса парӗҫ-и?» — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Общественный совет поселка Кугеси» ушкӑнра Алексей Петрунин ятлӑ ҫын. Районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Андреев ку ыйтӑва Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗпе пӗрле татса пама пулнӑ.
Чӑваш Енри Гостехнадзора 13 ҫул ытла ертсе пынӑ Владимир Димитриева ҫак уйӑхӑн 13-мӗшӗнче вӑл должноҫрен хӑтарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хушӑвӗнче Владимир Димитриев урӑх ӗҫе куҫассине те асӑнса хӑварнӑччӗ. Унтан та ытларах — Владимир Димитриев Шупашкар район администрацине куҫать тесе калакансем те ҫийӗнчех тупӑнчӗҫ.
Чӑн та, сӑмах юмах шайӗнче пулмарӗ, чӑнлӑха ҫаврӑнчӗ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче Депутатсен районти пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Владимир Димитриева район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ. Унччен ҫак пукана йышӑннӑ Зоя Маслова малтанхи ӗҫ вырӑнӗнчех юлнӑ: вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнипе ҫырлахӗ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, унти бройлерсене, ҫав шутра ӳссе ҫитменнисене те, йӑлтах аша ярса пӗтернӗ, чӗпписене ҫине тӑрсах йӳнӗпе сутнӑ.
«Чӑваш бройлерӗ» акционерсен уҫӑ обществинчи лару-тӑру пирки хапрӑкра директорӑн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Евгений Петров ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн кӑсӑклӑ самантсене уҫӑмлатнӑ. «Справедливая Россия» хаҫата вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, бройлер производстви чарӑнса ларнин тӗп сӑлтавӗ — патшалӑх ведомствисем предприятин расчет счетне инкассаци енчен чару хуни. «Чӑх-чӗпе апатлантарма май ҫуккине кура пирӗн ӑна кӑлпасси тума яма тиврӗ», — тенӗ вӑл.
Ҫав ҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хапрӑкӑн менеджменчӗ акционер обществин хуҫисенчен: Чӑваш Ен правительствинчен тата РФ Патшалӑх Думин депутатӗнчен Александр Четвериковран — пулӑшма ыйтнӑ. Анчах никам та пулӑшман имӗш.
Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫат кашни ҫырӑнтару кампанийӗ хыҫҫӑн лотерея ирттерет. Кашнинчех хаҫатҫӑсем хӑйсен вулаканӗсене сумлӑ парне выляса илме май туса параҫҫӗ. Паллах, пӗчӗкрех парнесем те тыттараҫҫӗ-ха, анчах уйрӑмах ӑнӑҫуллисене самай паха япалапах хавхалантараҫҫӗ.
Шупашкар район хаҫачӗ пирки каласан, пӗр пилӗк ҫул каялла унӑн сӑн-сӑпачӗ тӗпрен улшӑнчӗ. «Чӑваш хаҫачӗсене урӑхла кӑларма май килнине кӑтартас килчӗ манӑн», — тенӗччӗ кун пирки вӑл вӑхӑтра хаҫатра дизайнер-верстальщикра тӑрӑшнӑ Виктор Бычков. Ҫак пултаруллӑ каччӑна Борис Чиндыков тӗп редактор ӗҫе чӗнсе илнӗччӗ. Паян вӗсенчен пӗри те «Тӑван Енре» ҫук. Анчах пултаруллӑ ҫынсем акса хӑварнӑ ырӑ ҫимӗҫе паянхи коллектив Татьяна Вашуркина редактор ертсе пынипе тивӗҫлипе тытса пырать.
Хаҫат ҫырӑнакансем хушшинче ирттернӗ эрнекунхи лотерейӑра Кӳкеҫре пурӑнакан Вера Антонова пӗр урапа вутӑ илме сертификата тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |